Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнтерӳ кунӗ

Кунта тӳлевсӗр сӑн ӳкерӗҫ
Кунта тӳлевсӗр сӑн ӳкерӗҫ

Улатӑр хулинчи усламҫӑсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе парне кӳме шухӑшланӑ.

Йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен хулари предприятисем, тӗрӗсрех каласан, парикмахерскисем, вӑрҫа хутшӑннӑ хисеплӗ ватӑсене ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче тӳлевсӗр ҫӳҫ касма килӗшнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн информатизаци пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Титова каланӑ тӑрӑх, ҫак ырӑ ӗҫе ҫулталӑкӗпех пурнӑҫлакансем те пур-мӗн. Пӗлтӗр ветерансене икӗ парикмахерски тӳлевсӗр йышӑннӑ пулсан кӑҫал ун пеккисен йышӗ тата ҫавӑн чухлӗ хутшӑннӑ.

Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен тепӗр предприяти вара вӑрҫа хутшӑннисене сӑн тӳлевсӗр ӳкерме кӑмӑл тунӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ шур сухалсене кунсӑр пуҫне Ҫӗнтерӳ кунӗнче тӳлевсӗр апатлантарма килӗшнисем те пур. Ҫавсен шутӗнче — муниципалитетӑн пӗр предприятийӗ тата виҫӗ тулли мар яваплӑ общество.

Ветеранӗсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать те пулӑшмалӑх тӑрса та юлмарӗҫ пуль текен те тупӑнӗ-ха ку хыпара вуласан. Апла-и, капла-и, ҫапах та ырӑ ӗҫ тӑвакансем пурри савӑнтарать.

 

Ак, кӗҫӗх ҫу уйӑхӗ те ҫывхарса ҫитет. Ҫу кунӗсем ҫитнерӗн пысӑк уявсемччен та вӑхӑт нумай юлмарӗ. Вӗсем шутӗнче чи пӗлтерӗшли — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак уяв ҫывхарнӑ май хулара тӗрлӗрен акцисем иртеҫҫӗ.

Ҫулсерен ҫынсем хушшинче георги хӑйӑвне сарас йӑла кӑҫал та пӑрахӑҫланмарӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗн символне кӑҫал пӗрремӗш хут акан 24-мӗшӗнче салатрӗҫ. Вӑл кун хула ҫыннисем хушшинче 500 яхӑн георги хӑйӑвӗ сарӑлнӑ-мӗн. Уйрӑмах «Николай косманавт урамӗ» чарӑнура тата «Мир Луксор кинотеатр» ҫывӑхӗнче ӗҫ хӗрӳ пынӑ. Ҫак сумлӑ акцин ертӳҫисем — Ленин районӗн ҫамрӑксен правительсвин ҫамрӑкӗсем. Чӗретлӗ хут Ленин районӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ ҫӗрелле салатӗҫ.

Ҫитес кунсенче асӑннӑ акци Калининпа, Мускав районӗсенче иртӗ. Георги хӑйӑвне салатнӑ май пирӗн асаттесем ҫак вӑрҫӑра тӑван халӑхшӑн, чӑваш ҫӗрӗшӗн ҫапӑҫнине манмалла мар.

 

Ҫӗнтерӳ кунӗччен вӑхӑт пур-ха. Анчах унӑн пӗлтерӗшне кура эпир ӑна чылай маларах кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме пуҫлатпӑр. Аслӑ уява йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑна Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хӑй ертсе пырать. Акан 3-мӗшӗнче вӑл тӳре-шарана пуҫтарса канашлу ирттерчӗ.

Куҫҫуль кӑларакан ҫак сумлӑ уяв халӑх асӑнче нумайлӑха юлтӑр тесе влаҫ ҫыннисем ҫулсерен мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн. Шупашкарсем кӑҫал, калӑпӑр, хулана уяв тӗлне тап-таса тӑвасшӑн. «Ҫамрӑк волонтерсен ушкӑнӗсем вӑрҫа ветеранӗсем патне ҫитсе килес шутлӑ — кирлӗ пулсан мӗнпе-тӗр пулӑшма та хатӗр вӗсем», — тет хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов.

Яш-кӗрӗм тӗп хулари Мускав районӗнче ав, «Таса пӳртре ӑша та хӑтлӑ», Ленин районӗнче «Таса чӳречесем» акцисем йӗркелес шухӑшлӑ. Вӗсен тӗллевӗсем ячӗсенченех паллӑ. Ҫӗнтерӗве туптакансене — вӗсем яланах хисепре пулсан та — ҫак кунсенче ытти чухнехинчен пысӑкрах тимлӗх уйӑрасшӑн-ҫке-ха. Акан 9-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ятарлӑ программӑсем ӗҫлесе каяҫҫӗ.

Малалла...

 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунне Шупашкар кӑҫал та — 67-мӗш хут — мӑнаҫлӑн кӗтсе илме хатӗрленет. Тӗп хула урамӗсене вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсем, мӗнпур ватти-вӗтти савӑнӑҫлӑ кулӑ-юрӑпа тултарӗҫ. Ҫак кун Шупашкарти ҫар гарнизонӗ те вӑрҫӑ паттӑрӗсене валли ятарлӑ парад ирттересшӗн.

Ҫӗнтерӳ Уявӗ Хӗрлӗ Тӳремре (лаптӑкра) кӑнтӑрла пуҫланать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи техникӑсӑр пуҫне парадра хастар ҫапӑҫусенче тава тивӗҫнӗ «Катюша» тата «Т-34» танк та хутшӑнма кирлӗ теҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче уява хутшӑннисем аса илнӗ тӑрӑх ҫак кунра пӗр ҫын та килте чӑтса лараймӗ, кашнин ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнӑҫне ҫиҫсе тӑрӗҫ.

Ҫӗнтерӳ Уявӗпе сире, Тӑванӑмӑрсем!

 

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май хыпарсӑр ҫухалнӑ шӑписем ҫинчен асаилтерес килет. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул ҫитсен те нумай салтакӑн шӑпи паллӑ мар.

Паллах, http://www.obd-memorial.ru/ сайта туни шырама нумай майсем туса парать, анчах унта пӗтӗм документсем лекеймен, тулли мар тата хушаматсемпе ятсене, ҫуралнӑ вырӑнсене ҫырнӑ чухне нумай йӑнӑш тунӑ. Ҫавах та салтаксен шӑписене тӗпчемелле тесе шутлатӑп. Чӑваш республикинчен кӑна каялла ҫурри ытла таврӑнман, вӗсенчен 25-30% хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ.

Вӑрҫӑн малтанхи тапхӑрӗнче ҫухалинсене тупма питӗ кансӗр, ҫав вӑхӑтра дивизисемпе армисем хӑйсен шӑписене пӗлтермесӗр ҫухалнӑ. Нимӗҫ пленне лекнисен хӑш-пӗрин шӑпине кӑна палӑртма пулать. Сӑмахран Канаш районӗнчи Йӑлмачча ялӗн каччи Иванов Николай Иванович (1920 ҫ.) 1941 ҫулта ҫарта пулнӑ, утӑн 3-мӗшӗнче тыткӑна лексе каярах ирӗксӗр вырӑнта вилнӗ.

2011 ҫулта РГВА трофей фондӗнче Рославлти плена лекнӗ салтаксен лагерӗнчи лазаретри салтаксене шута илнӗ кӗнекене тупнӑ.

Малалла...

 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарсах килет ӗнтӗ. Ҫак ҫутӑ та пархатарлӑ Куна чыслакан халӑх пур тӗнчипех кӗтсе илет. 2010-мӗш ҫулта «Ҫӗнтерӳ автобусӗ» ятлӑ пуҫару Петербург хулинче пуҫланнӑччӗ. Вӑл ҫул ҫак хула урамӗсем тӑрӑх Сталин укерчӗкӗпе унӑн вырӑс халӑхне халаланӑ мухтав сӑмахӗсем ҫырса вырнаҫтарнӑ автобус куҫса ҫӳренӗ теҫҫӗ. Пӗлтӗр, 2011-мӗшӗнче вара ҫакӑн евӗр «тумланнӑ» «сталинобуссем» 11 Раҫҫей хулисенче анлӑ сарӑлнӑ. Кӑҫал вара 40 хула ҫак пуҫарӑва хутшӑнма йышӑннӑ теҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле — Белоруҫӗн тӗп хули Минск та.

Ҫулталӑк пуҫламӗшӗнче Хусанти «Вӑхӑт пӗлтерӗшӗ» ятлӑ пӗрлешлӗх те ҫак акцие йӗркелеме тытӑннӑ иккен. Сталин 1945-мӗш ҫулта: «Ҫак черккене совет халӑхӗн сывлӑхӗшӗн, уйрӑмах вырӑс халӑхӗшӗн, ӗҫсе пама сӗнетӗп сире», — тесе каланӑ сӑмахӗсем Хусан хули хуҫисене килӗшмен иккен. «Вӑхӑт пӗлтерӗшӗ» пӗрлешлӗх ҫынни Елена Балтина каласа панӑ тӑрӑх Хусан хулин правительствин пӗр ҫыннин Айдар Абдулхаковӑн шухӑшӗпе Сталин сӑнӳкерчӗкӗсем тата унӑн сӑмахӗсем Раҫҫей халӑхӗсем хушшинче харкашу пуҫласа яма пултараҫҫӗ. Ытти «сталинобуса» хирӗҫ тӑраканӗсем ку пуҫару политикӑлла реклама тесе хулара вырнаҫтарма ирӗк парасшӑн мар иккен.

Малалла...

 

Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

Штанаш ял тӑрӑхӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп уяв ку таранччен яланах Штанашри пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Кӑҫал та вӑл чуна хумхантармалла иртрӗ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов (1903-1943) кӳршӗ ялта — Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне хастар офицер вилмеллех аманать. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттарӗ ят парса чысланӑ.

Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Пирӗнтен инҫех мар ҫитӗнекен вӑрманта Логинов кати ятлӑ вырӑн пур. Кунти йывӑҫсене ӑна хисеплесе лартса чӗртнӗ. Иртнӗ ҫул Упӑкушкӑнь ялӗнче Романовсен ҫемьи ертсе пынипе Логинов ячӗллӗ парк лартса хӑварчӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗнче кунта вӑрҫӑра тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ паттӑрсене халалласа обелиск уҫрӗҫ. Постамент ҫинче 89 ят.

Кӑҫал Романовсем Ирина Михайловнӑпа Владимир Геннадьевич каллех вырӑнти салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ нушисене ыттисемпе танах тӳссе ирттернӗ (вӑрҫӑ умӗн е вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнисене) уяв йӗркелесе пачӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ